Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Перов Иван Николаевич

Перов Иван Николаевич — чӑваш радиожурналисчӗ. 1945 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче ҫуралнӑ. 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

Раҫҫейри журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗ

Ашшӗ, Николай Андреевич, тӑван тӑрӑхри «Родина» совхозра счетоводра ӗҫленӗ, юлашки ҫулӗсенче — строительство бригадине ертсе пынӑ. Амӑшӗ, Зоя Васильевна, ялти лавккара тавар сутнӑ.

1961 ҫулта Карачри вӑтам шкула пӗлӳ илнӗ. Ҫав ҫулах ӑна хӗсмете илсе кайнӑ. Ҫарти вӑхӑта Германире ирттернӗ. Хӗсметрен таврӑнсан пӗр хушӑ тӑван шкулта аслӑ пионервожатый пулса ӗҫленӗ.

1968 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне вӗренме кӗнӗ, 1973 ҫулта ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ун хыҫҫӑн Вӑрмар районӗнчи Энтрияль тата Хуруй шкулӗсенче ачасене вӗрентнӗ.

Пултарулӑхӗ

Иван Николаевича журналистика шкулта вӗреннӗ чухнех кӑсӑклантарнӑ. 5 класра вӗреннӗ чухнех районти «Ялав» хаҫатпа ҫыхӑну тытма пуҫланӑ. 6 класра вӗреннӗ чухне ашшӗ ӑна «Зенит» фотоаппарат илсе панӑ. Вӑл ҫулах «Капкӑн» журналта шкул ачи тунӑ «Родина» совхозӑн сӗтпе тавар фермӑн сӑнне пичетленӗ. Кулӑш журналне лекнӗ фермӑна ун хыҫҫӑн темиҫе кунран сӳтсе пӗтернӗ.

1980 ҫулта паллӑ журналист Чӑваш радионе ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Иван Перов ун чухне «Коммунизм ялавӗ» хаҫата вырнаҫма пынӑ пулнӑ. Д.Ф. Семёнов тӗп редактор вара, редакцинче вырӑн пулманран, ҫав вӑхӑтра Чӑваш радиовӗнче вӑй хунӑ Павел Афиногенович Крысинпа ҫыхӑнтарнӑ, журналист вырӑнне радиора шыраса пӑхма сӗннӗ. Ҫав кунран пуҫласа Иван Николаевич хӑйне радио журналистӗнче тупнӑ.

Канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та Иван Перов мӗн ҫӗре кӗриччен «Чӑваш радиовӗнче» ӗҫленӗ.

Юлашки вӑхӑтра хыпар кӑларӑмӗсем хатӗрлесе эфира кӑларнисӗр пуҫне «Здоровье», «Юхма енӗм — Патӑрьел», «Права потребителя», «Хамӑр ял» радиоярӑмсем ертсе пынӑ.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Журналистсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-07-23 16:26:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3194 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем